Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн.
Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур.
Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн.
КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ Александр Петрова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе — орденпа — чысласи ҫинчен калакан хушӑва ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче йышӑннӑччӗ.
Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа паян ЧР Патшалӑх Канашӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттернӗ. Унта пухӑннисене Михаил Игнатьев саламланӑ. Вӑл ветерансене тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш АССРӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш суйлавсенчи Аслӑ Канашӗн Председательне, 11-мӗш суйлаври Аслӑ Канашӑн Президиумӗн Председательне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ.
Шӑп та лӑп 10 ҫул каялла ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, республикӑри самбо федерацийӗн президенчӗ Александр Трофимов сарӑмсӑр вилнӗ. 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Перьм хулинче Боинг-737-500 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинче 88 ҫын пулнӑ. Вӗсен йышӗнче – Александр Трофимов та. Вӑл Прикамье тӑрӑхне самбо турнирне вӗҫнӗ пулнӑ.
Самолет Мускаври Шереметьево аэропортӗнчен ҫур ҫӗр иртни 1 сехет 12 минутра вӗҫсе тухнӑ. 3 сехет те 10 минутра пилотпа ҫыхӑну татӑлнӑ. Авиалайнер Перьм хули ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӳкнӗ.
Паян Чӑваш Енре ҫав куна, Александр Трофимов депутата аса илеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче районсемпе хуласенче муниципалитетсен кӑҫалхи ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухусем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑнать. Республика ертӳҫипе пӗрлех тӗрлӗ министерство ертӳҫисем район-хула аталанӑвне тишкерсе сӑмах калаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче епле ӗҫленине ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пӗтӗмлетнӗ. Унта вырӑнти предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, вырӑнти хастара пухнӑ. Анчах Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова унта кӗртмен. Килен-каяна тӗрӗслесе тӑракан «Цербер» хурал предприятийӗн ӗҫченӗсем ӑна хушамачӗ чӗннисен списокӗнче ҫуккине пӗлтернӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ унӑн ҫавӑн пек мероприятисене хутшӑнма ирӗк пур тесен те лешсем яхӑнне те яман. Депутат тӗрӗслӗхе халӗ йӗрке хуралҫисем патӗнче шырать.
Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен черетлӗ мар сессийӗ иртнӗ. Унта «халӑх тарҫисем» пенси реформине сӳтсе явнӑ.
Тӳрех палӑртмалла: депутатсенчен чылайӑшӗн пенси ӳсӗмне ӳстерессине хирӗҫ мар. «Халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва 1 сехет ҫурӑ хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Юлашкинчен 33 депутат реформӑшӑн сасӑланӑ, 5-шӗ хирӗҫ пулнӑ. Тепӗр иккӗшӗ сасӑлама тӑхтанӑ.
ЛДПР депутачӗсем ҫӗнӗ реформӑна хирӗҫ сасӑланӑ. КПРФ элчисем вара пенси ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри референдум ирттерме сӗннӗ.
Аса илтерер: 2028 ҫулччен арҫынсен пенси ӳсӗмне 65 ҫула ҫитересшӗн, хӗрарӑмсем вара 2034 ҫул тӗлне 63-ре тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, ҫавӑн пекех экономика комитечӗсем лару ирттернӗ. РФ коммунистсен партийӗн пайташӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва васкавлӑ йӗркеленӗ. Мероприяти пирки электрон пуштӑпа кӑнтӑрла пӗлтернӗ иккен, вӑл 17 сехетре пуҫланнӑ.
Ларура пенсие тухас вӑхӑта тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Коммунистсем ку саккун проектне ырламаҫҫӗ иккен, вӗсен хӑйсен хаклавӗ. Григорий Данилов чӑваш парламенчӗн хӑш депутачӗ епле сасӑланине каярах пӗлтерме шантарнӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорне Владимир Иванова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Уншӑн суйлавҫӑсен 76-а яхӑн проценчӗ хӑйӗн сассине панӑ.
Аса илтерер, ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре тӗрлӗ шайри депутатсене суйлассипе хушма суйлав иртнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашне Етӗрнери пӗр мандатлӑ 9-мӗш суйлав округӗпе суйланӑ. Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвне те унччен пушӑннӑ вырӑна тепӗр ҫынна суйланӑ.
Кунсӑр пуҫне Элӗк районӗнчи Шӗмшеш тата Етӗрне районӗнчи Иваньково ял тӑрӑхӗсен пухӑвӗсен депутачӗсене суйланӑ. Элӗк районӗнче ҫынсем Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташне депутата шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Правительство пайташӗсемпе паян ирттернӗ канашлура ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков суйлав «яланхиллех уҫҫӑн» иртнине ӗнентернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче хӗрӳ лини ӗҫлӗ. Ун вӑхӑтӗнче граждансен ыйтӑвӗсене Надежда Викторовна Прокопьева омбудсмен йышӑнӗ. Хӗрӳ линин вӑхӑчӗ 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ.
«Уполномоченнӑйпа тӗрлӗ ыйтупа ҫыхӑнма пулать. Кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрхантаракан, саккунсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле саманта та сӳтсе явма май килӗ», — ӗнентереҫҫӗ Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче.
Надежда Прокопьева унччен апла хӗрӳ лини йӗркелемен, ку вӑл шучӗпе — пӗрремӗш. Ыйтусене 8 (8352) 62-33-80 номерлӗ телефонпа йышӑнӗҫ.
Надежда Викторовна малтан Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче ӗҫленӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшнӑччӗ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Севастопольте хулана фашистсенчен хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ чӑвашсене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Ку ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнче сӳтсе явнӑ.
Вӑрҫӑра, 1941-1944 ҫулсенче, Севастополь хулине хӳтӗленӗ тата ирӗке кӑларнӑ чухне ҫухатнӑ ывӑлӗсемшӗн кулянакан амӑшне сӑнланӑ скульптура авторӗ – Владимир Нагорнов. Монументӑн аялти пайӗнче пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене ҫырӗҫ. Палӑк 3,5 метр ҫӳллӗш пулӗ, ӑна Балаклава районӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов кунашкал палӑк пӗрремӗш хут пулассине палӑртнӑ, дупутатсене укҫа-тенке нимелле пухнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе 1 миллион тенкӗ пухнӑ, тепӗр 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫа ытларах хывакансен йышӗнче - Валерий Филимонов тата Николай Угаслов. Вадим Николаев сенатор та вӗсенчен юласшӑн мар.
Палӑка Акатуйра уҫасшӑн. Севастопольти уява Чӑваш Енрен делегаци кайӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗнче 2017 ҫулта республика Правительстви епле ӗҫлени пирки отчет турӗ. Доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ыйтусем те пулчӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Сергей Семенов Михаил Васильевича хӑш-пӗр усламҫӑна хӗсеҫҫӗ тесшӗнни сисӗнчӗ. Ыйтӑвӗнче депутат хӑш-пӗр хушамата асӑнса кайрӗ.
Михаил Васильевич Чӑваш Енри усламҫӑсене меллине ӗнентерчӗ. «Сӑрӑ» мелпе ӗҫлекенсене, шалу тивӗҫлипе тӳлеменнисене вара сӑнаса тӑрассине асӑрхаттарчӗ. Сергей Семенов асӑннӑ Михаил Резникова (Чапаев ячӗллӗ савутӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ) патшалӑх награди пама йышӑннине аса илтерчӗ, Владимир Свешников («Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗ) ертсе пыракан предприяти ура ҫинче ҫирӗп тӑнине, Анатолий Князевпа (Коми Республикинчи ял хуҫалӑх министрӗ) унччен те туслӑ пулнине, халӗ те туслине палӑртрӗ. Сергей Семенова та никам та кӳрентермен терӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |